Шырав: хĕвел анăç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

запад, закат. В. Шемяк, ГТТ. Хĕвел анăçĕ çутă-ха. Вечерняя заря еще не догорела. ''N''. Хĕвел анăçĕнчи çутă та пĕтрĕ ĕнтĕ, лайăх тĕттĕмленчĕ. ''N''. Çуласенче хĕвел анăç çутти нихçан та пĕтсе лармас: вăл хĕвел анăçĕнчен мĕн хĕвел тухăçне çитичченех йĕркипе çутă пулса ирттерет. ''НИП''. Кĕçĕр хĕвел анĕç питĕ хĕрелчĕ. ''N''. Хĕвел анĕç хĕрли халĕ те çухалман-ха. ''N''. Хĕвел анăç хĕрелсе тăрать. ''N''. Хĕвел анăç хĕрелсен пĕлĕте лармасан, уяр пулать (çил пулать). ''Юрк''. Хĕвел анăç енче пулакан хĕрлĕ чисти пĕтмерĕ.
хĕвел анăçе, хĕвел анĕç, запад. закат. Б. Шемяк. ГТТ. Хĕвел анăçĕ çутă-ха. Вечерняя заря еще не догорела. N. Хĕвел анăçĕнчи çутă та пĕтрĕ ĕнтĕ, лайăх тĕттĕмленчĕ. N. Çуласенче хĕвел анăç çутти нихçан та пĕтсе лармас: вăл хĕвел анаçĕнчен мĕн хĕвел тухăçне çитичченех йĕркипе çутă пулса ирттерет. НИП. Кĕçĕр хĕвел анĕç питĕ хĕрелчĕ. N. Хĕвел анĕç хĕрли халĕ те çухалман-ха. N. Хĕвел анăç хĕрелсе тăрать. N. Хĕвел анăç хĕрелсен пĕлĕте ларсасан, уяр пулать (çил пулать). Юрк. Хĕвел анăç енче пулакан хĕрлĕ чисти пĕтмерĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

хĕвел çути хĕвел çутти Хĕвел амăш хĕвел амак « хĕвел анăç » Хĕвел анăç çăлтăр хĕвел анăçĕ хĕвел анăш хĕвел анĕç хĕвел антти

хĕвел анăç
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150